Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Культура тытăмĕнче ĕçлекенсем професси уявне паллă турĕç

26 марта 2019 г.

Музейсенче, архивсенче, библиотекăсенче  тимлекенсене, ял-хулари культура тытăмĕнче ĕçлекенсене, çыравçăсемпе художниксене Оперăпа балет театрĕнче саламларĕç. Професси уявĕпе пĕрлех культура министерствин коллеги ларăвне те ирттерчĕç.

Алиса Александрова, Владимир Синдеев

Культура тытăмĕнчи 2018-мĕш çулти пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă май, Константин Яковлев министр кăçалхи тĕллевсем  пирки пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пуçтарăннисене вăл професси уявĕпе саламларĕ.

Чăн та, иртнĕ çул Чăваш Енри культура аталанăвĕшĕн тухăçлă иртнĕ. Патшалăх учрежденийĕсене юсама 248 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал та ĕçлемелли нумай. Федераци бюджетĕнчен палăртнине пурнăçлама 815 миллион тенкĕ килмелле.

Уявра культура вучахĕн чи хастар та пултаруллă управçисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ.  Çĕршывĕпех палăрнă «Уяв» ансамбль купăсçине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Эдуард Кириллова Раççей Культура министрĕн Тав хучĕпе чысларĕç.

Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса пуçтарăннисене татах та хавхаланса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç уявра.
Источник: http://chgtrk.ru/news/22534

 

 

Подробнее...

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Top.Mail.Ru

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика