Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Патăрьел районĕнче нумай çул килĕштерсе пурăнакан мăшăрсен фестивалĕ иртрĕ, (ВГТРК "Чувашия")

11 марта 2019 г.

Ӑрусене пӗрлештерекен уяв. Ҫак ятпа Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра ҫемье фестивалӗ иртрӗ. Республикӑри тутарсем ӑна кӑҫалхипе 5-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта 50 ҫултан кая мар пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пӗтӗм ял-йыш умӗнче чысласси йӑлара.

Ирина Николаева, Анжелика Артемьева, Михаил Солин

Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнчен уява килнӗ Галиевсем нумай пулмасть бриллиант туй кӗрлеттернӗ. Равиль 7-мӗш класра, Мериям 6-мӗшӗнче вӗреннӗ чух пӗр–пӗрне килӗштернӗ те текех уйрӑлман. Пӗр ҫемьене чӑмӑртаннӑранпа 60 ҫул та иртсе кайнӑ.

Ҫемье фестивалӗнче 20 кил-йыша чысларӗҫ. Шӑнкӑртамсӑр пуҫне, вӗсем тутарсем йышлӑ тӗпленнӗ чылай ҫӗртен килсе ҫитнӗ. Ҫур ӗмӗртен кая мар пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсемпе пӗрлех унта нумай пулмасть çемье çавăрнисем тата нумай ачаллисем те пуҫтарӑннӑ. 90 ҫултан иртнӗ Сагдетбану Азмукова мӑшӑрӗпе 6 ача ҫитӗнтернӗ. Пӗр ялти Яфизовсем те вӗсенчен юласшӑн мар – мӑшӑрӑн 5 ача. Шӑпах ҫакнашкал ҫемьесенчен тӗслӗх илмелле тесе шутлаҫҫĕ уява йӗркелекенсем.

Патӑрьел районӗнче ҫур ӗмӗртен кая мар пӗрле пурӑнакан  пӗтӗмпе 120 яхӑн мӑшӑр. ЗАГС ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунта ҫамрӑксем хушшинче уйрӑласси те 20 процент чакнӑ.

Источник: http://chgtrk.ru/news/22348

 

 

Подробнее...

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Top.Mail.Ru

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика