Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташ сĕннĕ шыв та пыл пекех. Çапла калаççĕ Чăваш Енре пурăнакан вырăссем

16 августа 2019 г.

 

Ялсем пĕр-пĕринчен хăйĕн йăлисемпе, уявĕсемпе уйрăлса тăраççĕ. Етĕрне районĕнчи Чаканар, Илле сăрчĕ, Полянккă, Стрелецки салисенче вырăссем пурăнаççĕ. Сăр шывĕ çывăхĕнче вырнаçса тĕпленнĕскерсем хăйсен пурнăç йĕркипе яланах палăрса тăнă.

Кĕтÿçе кĕпе парнеленĕ
Калăпăр, Илле сăрчĕ ялĕнче çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кĕтÿç кунне /тепĕр ячĕ — Якур кунĕ/ паллă тунă. Çав кун выльăхсене кĕтĕве пуçласа янă. Çак пулăма халалласа уяв ирттернĕ. Ирхине кил хуçисем хапха урлă хĕрлĕ хăю хунă. Ун урлă каçса тухакан выльăх хĕрлĕ тĕсе курсан усалланмассине ĕненнĕ. Çавăн пекех ĕне-пăрăва Кăчкă кунĕнче сăвапланă йывăç турачĕпе Турă шывĕ сапнă. «Çветтуй Якур, пирĕн выльăх- чĕрлĕхе чир-чĕртен, усал-тĕселтен упра», — тесе кĕлĕ тунă. Кил хуçисем кĕтÿçе выльăхсене лайăх сыхлама хушса кĕпе парнеленĕ. Вăл чăпăрккапа çĕр çине виçĕ хут çапнă та кĕтĕве хăваласа кайнă. Кăнтăрла хĕрарăмсем ĕне сума аннă. Çавăн чухне вĕсемпе пĕрле ял-йыш та хире пухăннă. Ачасем вылянă, аслисем юрланă, ватăсем пил кĕллисем каланă. Курăк çине пир сарса апат-çимĕç кăларса хунă, вĕсемпе пĕр-пĕрне хăналанă. Çапла каçченех савăннă ял-йыш.
Çак йăла пирки «Отрада» халăх ансамблĕн ертÿçи Фаина Максимова каласа кăтартрĕ. Вăл çав тăрăхри вырăс ялĕсене нумай çÿренĕ, вĕсенче халăх юррисене, йăли-йĕркине çыра-çыра илнĕ. Фаина Владимировна каланă тăрăх, Илле Сăрчĕн ялĕнче çын шучĕ çултан-çул чакса пырать, дачниксем килкелесе каяççĕ-ха. Çавăнпа авалхи йăласене астăвакан юлманпа пĕрех.
Шел те, çав йăласем майĕпен- майĕпен пурнăçран тухса пыраççĕ. Вĕсене фильмсенче, спектакльсенче, уявсенче кăна курма пулать. Авалтан пыракан йăла-йĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе вырăнти фольклор ушкăнĕсемпе пултарулăх коллективĕсем нумай тăрăшаççĕ. Етĕрне тăрăхĕнче пархатарлă çак ĕçе «Отрада» халăх ансамблĕ туса пырать.
Савăнăç, чун уççи…
1986 çулта чăмăртаннă коллектив малтанхи çулсенчех Етĕрне районĕнчи вырăс ялĕсен сăвви-юррине халăх патне çитерес тесе чылай тăрăшнă. Виçĕ çултанах халăх ансамблĕн ятне тивĕçнĕ коллектива Эмилия Шадрина йĕркеленĕ. Етĕрнери культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕскер /халĕ вăл тивĕçлĕ канура/ вырăс халăх юррисене юратакансен клубне уçнă. Унта 12 çын çÿренĕ. Эрнере икĕ хут пухăннă: юрланă, ташланă, пĕр-пĕринпе калаçса савăннă. Халăх умне тух-ма тытăннă, куракансем вĕсене ăшшăн йышăнни хавхалантарнă. Эмилия Валериановна «Отрада» /савăнăç, киленÿ, хĕпĕртÿ, чун уççи/ ят илнĕ ансамбле 13 çул ертсе пынă.
Çак тапхăрта «Отрада» Чăваш Енри чылай ялпа хулана çитнĕ, кÿршĕ регионсенчи куракансене халăх юрри-ташшипе савăнтарнă. Коллектив Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе фестивальсене пĕрре мар хутшăннă. Сăмахран, Тутарстанра иртекен «Каравон» фестивальтен темиçе хут та парнепе таврăннă.
«Отрада» репертуарĕнче — 150 яхăн юрă. Иван Любимов купăсçă тăрăшнипе юрă кĕнеки те кăлар-нă. Ансамбле вырăссемпе чăвашсем çÿреççĕ, унччен çармăссем те пулнă. Хальлĕхе йышра — 15 çын. Купăсçи — Виктор Усов. Чи кĕçĕнни — Ангелина Иванова, 8-мĕш класра вĕренет. «Ладушки» ача-пăча ансамблĕнче юрлас ăсталăха аталантарнă. «Ÿсрĕ те унта çÿреме пăрахрĕ. Пĕр вăхăт ниçта та каймарĕ. Каярахпа чунĕ юрă патнех туртрĕ пулас, ăна «Отрадăна» чĕнтĕм. Халăх юррисене питĕ кăмăллать, сасси янăравлă, хитре. Юлташĕпе пĕрле çÿреççĕ. Вĕсем — пирĕн пуласлăх», — терĕ Фаина Максимова.
«Ладушки» ача-пăча ансамблĕ те халăх юррисене шăрантарать. Шкулсемпе садиксенче, библиоте-кăсенче концертсем ирттереççĕ, халăх йăли-йĕркине кăтартаççĕ. Фаина Владимировна — «Çăлкуç» ансамблĕн ертÿçи те. Етĕрне районĕнчи Пушкăрт чăвашĕ Çĕрпÿри культура училищинчен вĕренсе тухнăранпах вырăнти культура çуртĕнче ĕçлет. Малтан — методист, 1999 çултанпа — ансамбль ертÿçи.
— Ачаран юрлама юрататăп. Музыка шкулĕнче вĕрентĕм, баян калатăп. Клубра ĕçленĕ чухнех «От-рада» ансамбль юррисем кăмăла каятчĕç. Вĕсем питĕ пуян содержаниллĕ, чуна пырса тиветчĕç. «По лугу, лужечку, по зелену кружечку ходили, гуляли души красны девицы…» Çак илемлĕ сăмахсем кама ан тыткăнлаччăр?! Ялсене тухса çÿренĕ май хам та вырăс юррисене çыра-çыра илме пуçларăм. Халăх пултарулăхĕ маншăн чун киленĕçĕ пулса тăчĕ, — палăртрĕ ертÿçĕ.
Хĕр тупри йывăрччĕ
Нонна Бухарова ансамбльте — чи асли. Сакăр теçетке çул урлă каçнă вăл. Кинемей çамрăк чухнехи вăхăта лайăх астăвать.
— Ĕлĕк клуб тавраш пулман, çамрăксем кам патне те пулин улаха пухăнатчĕç. Пĕри çыхатчĕ, тепри тĕрлетчĕ, виççĕмĕшĕ ытти ал ĕç тăватчĕ. Улаха каччăсем те пыратчĕç. Пĕр-пĕринпе паллашатчĕç. Нумаях та вăхăт иртместчĕ — евчĕ яма тытăнатчĕç. Качча каякан хĕр валли сывпуллашу каçĕ ирттерес йăла пурччĕ. Унта ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем, ытти тăванĕ килетчĕ. Юлташ хĕрĕсем пыратчĕç, парнесем хатĕрлетчĕç. Çавăн чухне хĕр кĕпине виçĕ хут улăштарса тăхăнатчĕ. Каярахпа каччă юлташĕсемпе пĕрле çитетчĕ. Лешсем арчана тустаратчĕç, хĕр туприне курассишĕн талпăнатчĕç. Вылятчĕç, кулатчĕç, савăнатчĕç. Çав каçрах юрланă, ташланă. Сĕтел хушшине те ларнă. Кашни юрăшăн укçа паратчĕç. Уйрăм пÿлĕмре е тĕттĕм кĕтесре ларса йĕрекен хĕрсем те пурччĕ. Пĕрисем çамрăклăх иртнĕшĕн кулянатчĕç, теприсене вăйпах качча паратчĕç. Тепĕр кун туй кĕрлетчĕ. Хĕр тупри питĕ йывăрччĕ, лаша та аран-аран туртатчĕ. Арчана тумтир кăна мар, минтер-утиял, кавир тавраш та хуратчĕç, — калаçрĕ Нонна Васильевна.
Вăл çамрăк чухне фермăра ĕçленĕ: ĕне сунă, сыснасемпе пăрусем пăхнă. Республикăри чи лайăх доярка ятне те тивĕçнĕ маттур хĕрарăм. Чаканарта çуралса ÿснĕскер Елкино каччипе пĕрлешнĕ. Каярахпа çемье Етĕрнене пурăнма куçнă. Унта вăл заводра тăрăшнă.
Нонна Бухарова ансамбле коллектив йĕркеленнĕренпех çÿрет. «Эпĕ мĕн çамрăкран юрлама юрататăп. Атте-анне те, йăмăк та юрра- ташша ăстаччĕ. Ĕçре ялан юрă ĕнĕрлесе çÿреттĕм. Эмилия Валериановна çакна илтнĕ те клуба чĕнчĕ. Мана уйрăмах такмаксем килĕшеççĕ. Çак тапхăрта ансамбль пурнăç тĕревĕ пулса тăчĕ. Кунта çÿренĕрен хама чăн-чăн çын пек ту-ятăп. Килте ларсан чечек пек сÿнме пулать. Тĕрлĕ уява хутшăнни вăй парать, кăмăл-туйăма çĕклет», — чунне уçрĕ Нонна Васильевна. Вăл ĕлĕкхи чылай юрра пĕлет
(Юлташ сĕннĕ шыв та пыл пекех. Çапла калаççĕ Чăваш Енре пурăнакан вырăссем. Андрей МИХАЙЛОВ)

 

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Top.Mail.Ru

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика