Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсен кинозалĕ те «Паттăр»

20 октября 2017 г.

Патăрьелсен кинозалĕ те «Паттăр»

| Хыпар | Культура | Ырă пуçару

«Çĕр ĕçченĕн лайăх канма май пулсан уй-хир çум курăкпа хупланмĕ», — тенĕ авалхи Китайра. Республика ертÿлĕхĕ те, вырăнти влаçра ĕçлекенсем те çакна асрах тытаççĕ. «Единая Россия» партин «Вырăнти культура çурчĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри ялти клубсене юсаса çĕнетес ĕç малалла пырать.

Çĕнĕ клуб уçăласса кĕтеççĕ

Ыхраçырминче — 300 кил. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фениль Алиуллов пĕлтернĕ тăрăх, ял аталансах пырать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тăван тăрăхра юлаççĕ, çулран-çул ача ытларах çуралать. Çурла уйăхĕнче кунта кивĕ клуба пăсса çĕннине, 250 вырăнлă культура керменне, тума пуçланă. Хальхи вăхăтра унта строительсем хĕрсех ĕçлеççĕ. Культура керменĕн тăррине витеççĕ. Шыв пăрăхĕсене тата канализацие илсе çитернĕ ĕнтĕ. «Клубĕ кивĕччĕ пулин те культура ĕçченĕсем тăрăшса, хавхаланса ĕçлетчĕç. Фольклор ушкăнне те, тĕрлĕ кружок та йĕркеленĕ. Çĕнĕ культура керменне хута ярсан хавхаланăвĕ тата ÿсессе шанатăп. Çĕннинче куракан залĕпе сцена, администраци пÿлĕмĕсем, библиотека пулмалла», — палăртрĕ Фениль Ансарович.

Патăрьел райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та строительсем мĕнле ĕçленипе паллашрĕ. «Ялсенче клуб учрежденийĕсем чăнах та кивелсе çитнĕччĕ. Вĕсене çĕнетни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Малашне культура ĕçченĕсенчен те çирĕпрех ыйтăпăр. Вĕсен шалăвне ÿстернĕ халĕ. Культура управçисен халăха лайăх кану йĕркелесе памалла. Каннă хыççăн хресченĕн тăрăшса ĕçлеме лайăх кăмăл пултăр. Ыхраçырминчи клуба раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче уçма палăртатпăр. Çитес çул Ишлĕре те çакăн пек культура çурчĕ тума тĕв тăватпăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăх ĕçлесшĕн кăна мар, канасшăн та. Нумаях пулмасть Çĕньялти клуба юсаса çĕнетрĕмĕр. Ыхраçырминчи об˜екта хута янă хыççăн ял хушшинчи çула тума пуçлăпăр», — пĕлтерчĕ Рудольф Васильевич.

Малашне пит хĕрелмĕ

Эрнекун, 13-мĕшĕ… Халăхра çак куна сисчĕвленерех йышăнаççĕ пулин те Кзыл- Чишмасемшĕн вăл савăнăçлă пулчĕ. Кунти клуб юсаса çĕнетнĕ хыççăн алăкĕсене яриех уçрĕ. Ăна çĕнĕ сĕм кĕртме федераци тата республика бюджечĕсенчен 500 пин ытла тенкĕ уйăрнă. Çав укçапа телевизор, видеопроектор, экран, ноутбук, микрофонсем, микшер, прожекторсем, колонкăсем, çутă приборĕсем, купăс туяннă. Çав шутранах сцена çине тухмалли тумсем, эстрада костюмĕсем çĕлетнĕ.

Савăнăçлă мероприятие ЧР культура министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев, Патăрьел райадминистрацийĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс пайĕн пуçлăхĕ Светлана Чернова, Кзыл-Чишма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рустям Минаев тата ыттисем хутшăнчĕç. Светлана Чернова ял халăхне пулăшнăшăн республика ертÿлĕхне, Культура министерствине тав турĕ. «Районăн юбилей çулĕнче клубсене çĕнетни, çĕннисене хута яни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă асра нумайлăха юлĕ. Манăн шухăшпа, халĕ ял çыннисен пултарулăха аталантарма, лайăх канма услови çителĕклĕ», — палăртрĕ Светлана Алексеевна. Рустям Равилович вара малашне çамрăксем яла ытларах юласса шанать. Вăл вырăнти артистсем валли сцена çине тухма çĕнĕ тум туяннăшăн уйрăмах хĕпĕртенине пытармарĕ. 2010 çулта, хăйне ял тăрăхĕн пуçлăхне çирĕплетсен, Акатуй-Сабантуя кайсан сцена тумĕшĕн пичĕ хĕрелнине аса илчĕ… Пухăннисене Красномайскинчи «Хавас» фольклор тата Кзыл-Чишмари культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ялти культура çурчĕн заведующине Някиб Габидуллова та куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Тутар юррисене шăрантарчĕ вăл.

Фильмсем — пысăк экран çинче

Çак кунах Патăрьелте «КиноБатыр» кинозал уçăлчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем малашне хальхи йышши оборудованипе кăтартакан фильмсене хăтлă условисенче пăхма пултарĕç. Кино фончĕн пулăшăвĕпе Патăрьелти культурăпа кану центрĕнче 313 вырăнлă кинозал хăтланă. Ун валли ятарласа çутă, сасă оборудованийĕ, киноэкран, çемçе пукансем туяннă. Санкт-Петербургри компани монтаж ĕçĕсене пурнăçланă. Анатолий Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх — çакăн пек кинозалсем 2016-2017 çулсенче Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Етĕрне, Тăвай районĕсенче уçăлнă.

 

Роза ВЛАСОВА.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика