Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча хорĕ чăваш юррисене те шăрантарĕ

21 июня 2017 г.

Ача-пăча хорĕ чăваш юррисене те шăрантарĕ

Татьяна ДМИТРИЕВА, ЧР Культура министерствин халăх пултарулăх секторĕн заведующийĕ:

— Кунашкалли халĕччен пирĕн хутлăхра кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнче те пулман — Республика кунĕнче Чăваш Ен халăхне Раççей ачисен хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе Анне палăкĕ умĕнче пуçласа савăнтарĕ. Унăн репертуарĕ чăннипех пуян, «Пусть всегда будет солнце» юрăран пуçласа «Вместе весело шагать» таранах.

Пин ачаран чăмăртаннă хор чăвашла та шăрантарĕ: чи малтанах — Чăваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланă Гимнне, унтан — ытти кĕвĕ-çемĕне, çав шутра Филипп Лукин композиторăн «Тăри» юррине.

Пĕрлештернĕ хора Раççейĕн 32 регионĕнчи — 400-е яхăн, республикăри конкурсра çĕнтернĕ 600 ытла /тĕпрен илсен вĕсем — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи, Çĕрпÿ, Комсомольски, Шупашкар, Шăмăршă тата ытти районти музыкăпа пултарулăх шкулĕсенче вĕренекен 10-14 çулсенчи ачасем/ çамрăк юрăç хутшăнмалла. Сăмах май, Раççей ачисен хорĕн сцена тумĕ — хăйсене евĕрлĕ. Чăваш хутлăхĕнчи хĕр ачасем çутă блузкăпа /арçын ачасем — кĕпепе/, тĕксĕм юбкăпа /шăлаварпа/ пулĕç, мăйĕсене Чăваш символикипе эрешленĕ галстук çыхĕç.

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Коми, Чечня республикисенчен, Пенза, Ярославль, Псков, Мускав, Саратов облаçĕсенчен хăнасем килнĕ те ĕнтĕ. Вĕсене санаторисене вырнаçтарнă, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттемешкĕн май туса панă. Репетицисенче пулнисĕр пуçне çамрăксем культура программисене хутшăнаççĕ, Çамрăксен тата экспериментлă театрсен тухса çÿрекен ушкăнĕсен спектаклĕсене кураççĕ, Шупашкарпа, Чăваш Енпе паллашаççĕ.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/cv/acha-pacha-hore-chavash-yurrisene-te-sharantare

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика